Ӗнер Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче доярсен республика конкурсӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансем теори пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, ӗне сумалли аппарата сӳтсе пуҫтарнӑ.
Чемпион ятне Комсомольски районӗнчи «Рассвет» ЯХПКри Петр Зверев ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 96,31 балл пухнӑ. Вӑл Чулхулара ҫурла уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри тупӑшура республика чысне хӳтӗлӗ. Петр кӗпе-йӗм ҫумалли машинӑна тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑншӑн телевизор панӑ, виҫҫӗмӗшӗшӗн – микрохумлӑ кӑмака.
Комсомольски районӗнче икӗ арҫын ача пӗве патӗнче пӑр тӑрӑх ҫӳренӗ те каялла тухайман. Ара, пӑр ҫӳхе. Паллах, вӗсем хӑраса кайнӑ.
Вӗсене пулӑшма пушар хуралӗн ӗҫченӗсем - пай пуҫлӑхӗ Иван Ананьев тата уйрӑм командирӗ Алексей Вунберов - ҫитнӗ. Вӗсем пусма-патакпа усӑ курса ачасене ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ.
Унта вӗсен сывлӑхне тӗрӗслесе киле янӑ. Ачасем аманман, хӑранӑ кӑна.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Серебряный век» (чӑв. Кӗмӗл ӗмӗр) галерейинче Викентий Лукияновӑн «С любовью к Родине» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратса) куравӗ уҫӑлнӑ.
Пултаруллӑ пейзажист — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри Художниксен союзӗн пайташӗ.
Светлана Гордеева ҫыравҫӑ тата художник халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Каҫал тӑрӑхӗнчи ҫав ӑстана чӑваш Шишкинӗ теҫҫӗ. Унӑн ӳкерчӗкӗсенче хӗвел анса ларнӑ вӑхӑтри илем, ылтӑн тӗспе кашлакан тулӑ уй-хирӗ, Атӑлпа Кӗтнен хӑйӑрлӑ ҫаранӗсем сӑнланнӑ.
Курава каҫалсен «Кӗтне» ентешлӗхне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӗрлӗ хӑю касса тӗрлӗ объект уҫасси — тахҫантанпах пыракан йӑла-йӗрке. Раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫавӑн пек майпа Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери культура ҫуртне уҫнӑ. Унччен пӗр кун маларах Комсомольки районӗнчи Тукай ялӗнче ун пек учреждение хута янӑ.
Пучинкерине уҫма республика хыснинчен 44757,74 пин тенкӗ уйӑрнӑ, оборудованипе тивӗҫтерме – 4028,75 пин. Ялти клубра компьютер та; сасӑ, ҫутӑ, музыка оборудованийӗ те пур. Куракансем валли, паллах, — хӑтлӑ зал, меллӗ сӗтел-пукан.
Шупашкар хулинче пушарта 86 ҫулти кинемей пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Хулари Красин урамӗнчи 14-мӗш ҫуртри хваттерте вут-ҫулӑм ҫурҫӗр иртни пӗррере алхасма тытӑннӑ. Пушар залра хыпса илнӗ, унти сӗтел-пукан тата ытти пурлӑх ҫунса кайнӑ. Вӑл кӑна-и — инкек 1936 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑмӑн пурнӑҫне татнӑ.
Сӑмах май каласан, раштавӑн 24 тата 25-мӗшӗсенче республикӑри тӗрлӗ вырӑнта 5 хутчен пушар тухнӑ. Шӑматкун каҫхине пушар Комсомольски районӗнчи Урамаелти икӗ хуҫалӑхри хуралтӑсене сиенленӗ. Юрать, пӳртсене вут-ҫулӑмран ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче ҫул ҫинчи инкекре пилӗк ҫын аманнӑ.
Инкек 14 сехетре «А-151» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Элпуҫ ялӗ тӗлӗнче «Опель» машина умра пыракан автомобильтен иртсе кайма хӑтланнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл «Чери Тииго» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре икӗ машинӑри водитель те аманнӑ. Унсӑр пуҫне салонти пассажирсем, пурӑ 3 ҫын, ҫав шутра — 6 ҫулти хӗрача, шар курнӑ. Вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Паян республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвать. Вӑл Мускавран килесси пирки синоптиксем пӗлтернӗччӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑра пула Чӑваш Енри 4 районта хӑш-пӗр ял-салара ҫутӑ сӳннӗ. Ку Комсомольски, Патӑрьел, Красноармейски районӗсене пырса тивнӗ. Ведомство пӗтӗмпе 8 ял электроэнергисӗр юлнине пӗлтерет. Ҫак 8 ялта 950 ҫурт шутланать, вӗсенче 2 пин ытла ҫын пурӑнать.
Хальхи вӑхӑтра ҫутӑсӑр юлнӑ ялсенче аварисене сирекен бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
Паян 15 сехет ҫурӑра А-151 автоҫулӑн 76-мӗш ҫухрӑмӗнче 2 машина ҫапӑннӑ. Аварире 1 ҫын вилнӗ, иккӗн аманнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Форд Транзит" водителӗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та УАЗпа ҫапӑннӑ.
Шел те, УАЗ водителӗ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Микравтобус водителӗ тата пассажирӗ аманнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Василий Артемьев 75 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Василий Артемьевич – философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм тӗнчери информатизаци академийӗн пайташӗ, Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, каҫхине Комсомольски районӗнче авари пулнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм вилмеллех суранланнӑ.
Вӗсем ҫӑмӑл машинӑра пулнӑ. Хайхискерсем малта пыракан грузовик ҫине пырса кӗнӗ. Водительпе пассажир вырӑнтах вилнӗ.
«Ҫыхӑнура» порталта комментари ҫыракансене ӗненес тӗк, вилекеннисем каччӑпа хӗр пулнӑ, пӗрлешме хатӗрленнӗ. Пӗри 31-ре, тепри 20 ҫулта пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |